Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Кӑшт систерсен (Николай Карай)

Эп ҫава туптанине
Пӑхса тӑтӑм киленсе.
Умӗнчи хӗр ҫавине
Туптать каччӑ тимлесе.

Каччӑ йӑпӑрт сисиччен
Пӑхса илчӗ хӗр ҫине.
Мӑлатук кӗтмен ҫӗртен
Ҫапрӗ ун пуҫ пӳрнине...

Хӗрӗ хӳхӗм те ӗҫчен.
Ӗҫчен алӑллӑ каччи.
Сӑмах май кӑшт систерсен,
Халех пулӑттӑм евчи.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-10-30 14:53:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2945 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем